Шупашкарӑн кӳлли — ҫутӑ кӳлӗ,
Ҫуталать шур хула варринче.
Таҫтанах курӑнать илӗртуллӗ,
Кӑмӑл уҫӑлӗ ун хӗрринче.
Шупашкарӑн кӳлли – вӑрӑм кӳлӗ,
Ҫутатать керменсен сӑн-питне.
Яп-яка ун тавра хывнӑ ҫулӗ,
Чуптарать ҫӑмӑл кимӗ хумне.
Шупашкарӑн кӳлли – тулӑх кӳлӗ,
Фонтанран кӗмӗл шыв пӗрӗхет.
Аякран та курмашкӑн ҫын килӗ,
Кӳлӗ уншӑн — кӗтмен ӗрехет.
Шупашкарӑн кӳлли – янкӑс кӳлӗ,
Чӗнтӗрленӗ кӗпер сас парсан
Тӗрлӗ халӑх юрри килӗшӳллӗ
Янӑрать ҫыннисем туслӑран.
Шупашкарӑн кӳлли – хӑтлӑ кӳлӗ,
Хӳтӗлевҫӗ-анне пуррипе.
Инҫетре те сана унӑн пилӗ
Савӑнтарӗ пайтах ыррипе.